Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗп ыйту (Петӗр Ҫӑлкуҫ)

"Ҫак ҫӗр ҫинче епле аван, —
Ыр суннӑн йӑлтӑрать хӗвелӗ,
Анчах ыйтас килет хамран:
"Ӑҫта-ши ман телей тӗпелӗ?"

Юлташ та пӗлӗш, тус-тӑван, —
Пурте пурнаҫҫӗ питӗ меллӗ,
Ҫавах ыйтам-ха эп хамран:
"Ӑҫта-ши ман телей тӗпелӗ?"

Тен, пӗлесси пулмасть хамран?
Ҫынсем, сиртен ыйтам тӗпчевлӗн,
Эсир хуть калӑр-ха паян:
"Ӑҫта-ши ман телей тӗлелӗ?"

Петӗр Ҫӑлкуҫ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-08-19 23:07:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3375 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем